Чӑваш наци вулавӑшӗ ыран, Хула кунӗнче, пурне те «Литература картишне» чӗнет. Вӑл 17 сехетре вулавӑш умӗнче Иван Яковлев палӑкӗ умӗнче пуҫланӗ.
Картишре кашниех хӑйӗн валли киленӗҫ тупма пултарӗ. Кашнинех алла кӗнеке тытма май пулӗ. Унтах «Шӑккалатри поэзи» акци, «Тӗкпе ҫырни» ӑсталӑх класӗ, мини-вулавӑш, экспресс сасӑлав, кӗнеке куравӗ иртӗ.
«Литература картишӗнче» «Отпуска — кӗнекепе» турист палаткинче канма та май пулӗ. Юратнӑ сӑввине вулакансене пылак парнепе чыслӗҫ. Унтах электрон вулавӑшпа паллашма пулать. Кашниех пичет е электрон кӗнекешӗн сасӑлама пултарӗ.
Тӗнче поэзийӗнче сумлӑ ят ҫӗнсе илнӗ хальхи вӑхӑтри сӑвӑҫ Геннадий Айхи ҫуралнӑранпа ҫурлан 21-мӗшӗнче 80 ҫул ҫитет. Елчӗк ҫӗрӗ ҫинче ҫуралса ӳснӗ ҫав чӑваш литературӑна ҫӗнӗ сывлӑш кӗртнӗ. Раҫҫейре ӑна перестройка текен самана вӑхӑтӗнче кӑна пичетлеме тытӑннӑ, тӗнчере вара ӑна тахҫанах авангардист-сӑвӑҫ евӗр пӗлнӗ.
Юбилей тӗлне республикӑра кӑҫал ҫулталӑкӗпех тӗрлӗ мероприяти ирттерме палӑртнӑ. Нарӑс уйӑхӗн 19–28-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Наци вулавӑшӗнче поэта асӑнса «Г. Айхин литература картти» курав йӗркеленӗччӗ. Шкул ачисем валли ун чухне информаци сехечӗсем те иртнӗччӗ. Айхин пултарулӑхне хаклакансем пушӑн 29–30-мӗшӗсенче Наци вулавӑшӗнче «ГолосА» сӑвӑ фестивальне пухӑннӑччӗ.
Ҫурлан 22-мӗшӗнче Чӑваш наиц музейӗ «Айхин литературӑри ҫулҫӳревне» йыхравлать. Вӑл 16 сехетре пуҫланӗ.
Авӑн уйӑхӗн 10-мӗшӗнче И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университетӗнче Айхин художество тӗнчен хӑйне евӗрлӗхне халалласа ӑслӑлӑхпа ӗҫлӗх конференцийӗ пулмалла. Унпа пӗр вӑхӑтрах Наци вулавӑшӗ «Г. Айхин сӳнми ҫути» курав уҫӗ.
Атнер Хусанкайпа Ева Лисина пуҫарнӑ Геннадий Айхи ячӗллӗ фонд тӗрлӗ проект йӗркелесшӗн.
Ӗнер 15:00 сехетре Чӑваш наци вулавӑшӗнче Чӑваш наци конгресӗн черетсӗр IX Аслӑ пухӑвӗ иртнӗ. Ун умӗн, 10 сехетре, Мӑн Канаш пухӑннӑ. Анчах вӑл хупӑ мелпе иртнӗ, Тимӗр Акташ журналист пӗлтернӗ тӑрӑх ӑна унта кӗртмен.
Аслӑ Пухура икӗ ыйту сӳтсе явнӑ — ҫӗнӗ Устава йышӑнассине тата «Чӑваш халӑхӗшӗн тунӑ тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» медале ҫирӗплетессине. «Хыпар» хаҫат пӗлтернӗ тӑрӑх Раҫҫейӗн 22 тӑрӑхӗнчен тата чикӗ леш енчи патшалӑхсенчен пурӗ 53 делегат хутшӑнмалла пулнӑ. Ҫавӑн пекех республикӑн кашни районӗ 2-шер делегата яма тивӗҫнӗ.
Уставне Николай Лукианов хатӗрленӗ. Мӗншӗн ҫӗнетме тивни пирки, мӗн улшӑнни пирки вӑл халӑх умне тухса доклад каланӑ. Хӑй сӑмахӗнче вӑл пурнӑҫ улшӑнни пирки пӗлтернӗ — экономикӑра та, политикӑра та, кашни сферӑра тенӗ пекех — ылмашусем пулса иртнӗ. Унсӑр пуҫне обществӑлла организацисене йӗркелекен саккунсем те ҫӗнелсех тӑраҫҫӗ. Ҫакна пула ҫӗнӗ Устав ҫырма тивнӗ те. Николай Лукианов ҫавӑн пекех унчченхи уставпа танлаштарсан мӗнле улшӑнусем кӗни ҫинче те чарӑнса тӑнӑ. Аслӑ Пухӑвӗн делегачӗсем ҫӗнӗ Устав проектне пӗтӗмӗшле ырланӑ.
Тепӗр ыйтура «Чӑваш халӑхӗшӗн тунӑ тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» медале ырларнӑ.
Паян 15 сехетре Чӑваш наци вулавӑшӗнче турккӑ чӗлхеҫисен — Эмине Йылмазпа Фейзи Эрсойӑн — ӑслӑлӑх кӗнекисен хӑтлавӗ иртрӗ. Ӑна Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗ, Чӑваш Республикин кӗнеке палати, Чӑваш Республикин наци вулавӑшӗ тата ыттисем тӑрӑшнипе йӗркеленӗ. Хӑтлавра турккӑ ӑсчахӗсемпе те паллашма май пулчӗ.
Мероприятие институт директорӗ Юрий Николаевич Исаев ертсе пычӗ. Тухса калаҫакансен йышӗнче Лев Пантелеймонович Кураков, Виталий Петрович Иванов, Николай Егорович Егоров, Геннадий Анатольевич Дегтярёв, Валерий Туркай, Юрий Сементер тата ыттисем пулчӗҫ. Паллах, Турцирен килнӗ хӑнасем те сӑмах каларӗҫ — Эмине Йылмаз та, Фейзи Эрсой та хӑйсен ӗҫӗ-хӗлӗпе тӑлмач пулӑшӑвӗсӗр чӑвашла паллаштарчӗҫ.
Мероприятире турккӑсемпе чӑвашсем хушшинчи туслӑха ҫирӗплетмелли пирки, чӑваш чӗлхине лайӑхрах тӗпчемелли пирки сӑмах хускатрӗҫ. Турккӑ ӑсчахӗсем пирӗн чӗлхене епле тӗпчени пирки те чарӑнса тӑчӗҫ. Юрий Сементер хӑйӗн сӑмахӗнче турккӑ поэчӗсен сӑввисене чӑвашла куҫарма пуҫлани пирки пӗлтерчӗ, ӗҫ ӑнӑҫлӑ пулса иртсен, тен, кӗнекен те кӑларма май пулӗ терӗ.
Шупашкарта турккӑ ӑсчахӗсен Эмине Йылмазӑн тата Фейзи Эрсоян чӑваш чӗлхипе культурине халалланӑ кӗнекисене хӑтлама палӑртнӑ. Мероприятие ҫӗртмен 18-мӗшӗнче Наци вулавӑшӗнче 15 сехетре ирттерме шухӑшлаҫҫӗ иккен.
Эмине Йылмаз (качча кайнӑ хыҫҫӑн унӑн хушамачӗ Джейлан пулса тӑнӑ) — паллӑ турккӑ тӗпчевҫи. Доктор кандидатне вӑл чӑваш чӗлхин историлле фонетики темӑпа хӳтӗленӗ. Хӑтлава унӑн «Ҫuvaşҫa Ҫok Zamanlı Ses Bilgisi» (чӑв. Чӑваш чӗлхин историлле фонетики) тата «Ҫuvaşҫa Ҫok Zamanlı Morfoloji» (чӑв. Чӑваш чӗлхин историлле морфологийӗ) кӗнекисене кӑларӗҫ. Унӑн «Ҫuvaş Atasözleri ve Deyimleri» (чӑв. Чӑвашсен ваттисен сӑмахӗсемпе каларӑшӗсем) чӑваш сӑмахлӑхӗпе те паллашма май килӗ. Турцире ун пек кӗнекене пуҫласа кун ҫути кӑтартнӑ иккен. Йылмаз турккӑлла Константин Ивановӑн вилӗмсӗр «Нарспине» те куҫарнӑ. Хӑтлава пыракансем унпа та паллашайӗҫ.
Фейзи Эрсоя «Турккӑпа монголсен чӗлхе ҫыхӑнӑвӗсем тата чӑваш чӗлхи» темӑпа доктор диссертацине хӳтӗленӗ. Ӗҫе вӑл икӗ ҫул каялла уйрӑм кӗнекен кун ҫути кӑтартнӑ. 2010 ҫулта турккӑла пичетленнӗ чӑваш чӗлхин грамматикипе те, Улӑп-паттӑрсем ҫинчен каласа кӑтартаканнипе те паллашма май туса парӗҫ.
Ӗнер, ҫӑвӑн 24-мӗшӗнче, Чӑваш наци вулавӑшӗнче «Ҫӑлтӑрпа ҫуралнӑ ӗмӗт» кӗнекен хӑтлавӗ тата «Чӑваш ачи, сасуна пар!» видеосӑвӑсен конкурсӗнче ҫӗнтернисене чысласси пулчӗ.
Кӗнеке пирки ӑна пухса кӑлараканӗ Николай Плотников, редакторӗ Алина Сосаева тата ыттисем — шкул ачисем те, вӗрентекенсем те — тухса калаҫрӗҫ. Паллах, кашни автора эпир тин ҫеҫ тухнӑ кӗнекене парнелерӗмӗр.
«Чӑваш ачи, сассуна пар!» конкурсӑн ҫӗнтерӳҫисене темиҫе парне кӗтрӗ — паллӑ сӑвӑҫсен сӑнӗсем (вӗсене чӑваш чӗлхипе литературин класӗнче ҫакма меллӗ тесе шутларӑмӑр) тата Чӑваш халӑх сайчӗ пухса кӑларнӑ кӗнекесенчен пӗри. Паллах, Хисеп хучӗсемпе тивӗҫтермесӗр пултараймарӑмӑр. Уява уйрӑмах сӑвӑ калакансем илем кӳчӗҫ — пӗчӗккисем те аслӑрах класрисем те.
Юрӑ-ташӑпа вара Чӑваш патшалӑх филармонийӗ ҫумӗнчи «Ҫавал» эстрадӑпа фольклор ансамблӗ савӑнтарчӗ.
Ҫу уйӑхӗн 29-мӗшӗнче Наци вулавӑшӗн конференци залӗнче «Чӗвӗлти чӗкеҫе — 10 ҫул. Чӑваш чӗлхин Пӗтӗм Раҫҫейри вӑйӑ конкурсӗ» кӗнекен хӑтлавӗ пулӗ. Ӑна «Чӗвӗлти чӗкеҫ» конкурс 10 тултарнӑ ятпа кӑларнӑ. Унта ҫак ҫулсенче иртнӗ вӑйӑсенчи мӗн пур задание кӗртнӗ.
Кӗнекене чӑваш чӗлхи вӗрентекенӗсем, шкул ачисем валли хатӗрленӗ. Пӗр сӑмахпа, вӑл чӑваш чӗлхипе кӑсӑкланакансемшӗн усӑллӑ.
«Чӗвӗлти чӗкеҫ» пӗрремӗш хут 2004 ҫулхи нарӑсӑн 5-мӗшӗнче иртнӗ. Вӑл Пӗтӗм тӗнчери «Кенгуру» (математика), «Русский медвежонок» (вырӑс чӗлхи) конкурс вӑйӑсем евӗрех.
Чӗлхене вӗренесси хӑш-пӗр ачашӑн — тунсӑх ӗҫ. «Чӗвӗлти чӗкеҫ» вара ҫак шухӑша сирет, чӗлхепе кӑсӑкланма хистет. Вӑйӑ конкурса шкулсенче ирттереҫҫӗ. Унти ӗҫсене шкулта лайӑх ӗлкӗрсе пыракансем те, япӑх вӗренекенсем те пурнӑҫлама пултараҫҫӗ.
2004 ҫулта «Чӗвӗлти чӗкеҫ» конкурса Чӑваш Ен, Тутарстан, Пушкӑртстан ачисем хутшӑннӑ. Пӗтӗмпе — 18 019 ҫын. 10 ҫула пӗтӗмлетсе пӗлтӗрхи чӳк уйӑхӗнче «Пӗтӗм Раҫҫейри «Чӗвӗлти чӗкеҫ» вӑйӑ конкурс — 10 ҫул. Опыт. Ыйтусем» ӑслӑлӑхпа практика конференцийӗ иртнӗ.
Ҫитес шӑматкун, ҫу уйӑхӗн 24-мӗшӗнче, «Чӑваш ачи, сассуна пар!» видеосӑвӑсен конкурсӗн ҫӗнтерӳҫисене чыслӑпӑр. Чыслав 16:00 сехетсенелле Чӑваш наци вулавӑшӗнче пуҫланмалла. Ку кун 15:00 сехетре малтан «Ҫӑлтӑрпа ҫуралнӑ ӗмӗт» кӗнеке хӑтлавӗ иртет, ун хыҫҫӑн — ҫӗнтерӳҫӗсене чыслани. Икӗ мероприяти пӗрле иртнӗрен 15:00 сехет тӗлте те ҫитме май пур.
Кам мала тухнине эпир унччен пӗлтернӗччӗ: 11 ушкӑнра пурӗ 33 ачана, ҫамрӑка тата аслине палӑртнӑччӗ. Хаклава тӗнче тетелӗнчи «Сӑвар ТВ» телеканалӑн ертӳҫи Олег Цыпленков, Чӑваш халӑх сайчӗн тӗп администраторӗ Николай Плотников, Шупашкарти Ф. Павлов ячӗллӗ музыка училищин преподавателӗ, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артистки Надежда Кириллова ирттернӗччӗ.
Мала тухнисене парнесемпе тата хисеп хучӗсемпе чыслӑпӑр.
Ҫитес шӑматкун, ҫу уйӑхӗн 24-мӗшӗнче, Чӑваш наци вулавӑшӗнче «Ҫӑлтӑрпа ҫуралнӑ ӗмӗт» кӗнекен хӑтлавне ирттерӗпӗр. Вӑл 15:00 сехетре пуҫланмалла. Кӗнеке уявне кашни автора йыхравлатпӑр. Юрӑ-ташӑпа Чӑваш Енри сумлӑ ушкӑнсенчен пӗри — «Ҫавал» фольклор ансамблӗ — савӑнтарӗ.
Асаилтеретпӗр, «Ҫӑлтӑрпа ҫуралнӑ ӗмӗт» кӗнекене эпир ирттернӗ «Ӗмӗтсен ҫӑлкуҫӗ» (2011) тата «Ӑраскал ҫӑлтӑрӗ» (2012) литература ӑмӑртӑвӗсене ярса панӑ ачасен тата вӗрентекенсен хайлавӗсем кӗнӗ. Ӳкерчӗксемпе те ӑна ачасем илемлетнӗ. Пӗтӗмӗшле кӗнеке 302 страницӑллӑ пулса тухрӗ.
Авторсене кӗнеке тӳлевсӗр лекӗ, ыттисен, туянас шухӑшлисен, 200-шер тенкӗ хатӗрлемелле пулӗ.
Чӑваш Ене Китайри Аньхойри делегаци килнине сайтра пӗлтернӗччӗ. Ун чухне Китай ҫыннисем ЧР информаци политикипе массӑллӑ коммуникацисен министрӗпе Валентина Андреевӑпа тӗл пулнӑччӗ. Аньхойри делегаци ЧР культура министрӗпе Вадим Ефимовпа та курнӑҫнӑ.
Китай ҫыннисем Наци библиотекинче, Чӑваш наци музейӗнче пулнӑ. Пӗтӗм тӗнче балет фестивальне ҫитнӗ.
Дипломантсене экскурси питӗ килӗшнӗ. Чӑваш Ен тата Китай «Раҫҫей ҫалкуҫӗсем» халӑх пултарулӑхӗн фестивальне Аньхойри коллектив хутшӑнасси пирки калаҫса татӑлнӑ.
Хӑнасене туризм тытӑмӗнче килӗштерсе ӗҫлесси те кӑсӑклантарнӑ. Ҫитес вӑхатра ЧР Культура министерстви Китайри туриндустри компанийӗсем валли турист маршручӗ хатӗрлеме йышӑннӑ. Китай турисчӗсем Шупашкара килсе республика пуянлӑхӗпе паллашӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |